Субботник накануне праздника

Субботник накануне праздника

Ял уявне уявлассине ырă йăлана кĕртесшӗн Сӑхӑтпуҫ ялӗнчи ҫамрӑксем. Уява ялти клуб стадионӗнче иртересшӗн. Ялти хастарсем çак кун тĕлне тĕплĕн хатĕрленеҫҫӗ. Субботник ирттерчĕç. Хӑрӑк туратсене касрӗҫ, курӑксене ҫӑлса, кӗреплесе пуҫтарчӗҫ, артистсем валли сцена туса хучӗҫ. 
Тав сӑмахӗ калас килет ҫак хастар та пултаруллӑ ачасене, ял уявне уявлама шухӑша пуҫарса янӑшӑн.Хамӑр ял пуласлӑхӗшӗн кашни ял ҫыннин тӑрӑшмалла.



06 июня 2025
15:34
Поделиться