Çуркунне — çутçанталăк чĕрĕлнĕ тапхăр кăна мар, тавралăха тирпейлемелли тата тасатмалли вăхăт та.

Хастар та пултаруллӑ Сӑхӑтпуҫ халӑхӗ те субботнике тухрĕç. Çурхи ăшă та лăпкă кун кăмăла çĕклерĕ, пурте туслăн, хаваслăн ĕçлерĕç. Пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерес кӑмӑлпа кивӗ кантура сӳтнӗ лаптăка çÿп-çапран хăвăрт тасатса тухрĕç. Эпир тăрăшнипе татах та илемленнĕ çут тĕнче çине пăхма еплерех кăмăллă!
Ҫак мероприятие хутшӑнакансене хастарлӑхшӑн, ӗҫченлӗхшӗн тата яваплӑхшӑн тав тӑватпӑр.
"Пӗрле эпир çĕре илемлĕрех тума пултаратпӑр!" - палӑртрӗҫ ял хастарӗсем.
Пӗрле эпир - вӑй !!!