Чӑваш чӗлхи куне

Чӑваш чӗлхи куне

Ҫулсеренех эпир акан 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫурхи чӗрӗлӳпе пӗрле килекен ку уяв чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ сумлӑ педагогӑн И.Я. Яковлев (1848-1930) ячӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать.
♥Енӗш-Нӑрвашри культура ҫуртӗнче, тӑван чӗлхене халалланӑ "Йӑмра ҫинчи асанне сурпанӗ"
уяв программи иртрӗ.
🌸Халӑх-йӑли йӗркипе паллашма ятарлӑ ал-ӗҫ ӑстисен выставкине йӗркеленӗ культура ҫурчӗн пӗр пӳлӗмӗнче.
🌸Курава курса киленнӗ май Алина Алексеева культорганизатор ачасемпе чӑваш-йӑли йӗрки ҫинчен калаҫу ирттерчӗ.
"Чӑваш чӗлхи -пирӗн тӑван чӗлхе.Ку чӗлхене пире атте-анне парнеленӗ.Ӑна пирӗн юратмалла, чӑн чӑвашла калаҫмалла,-тесе палӑртса хӑварчӗ вӑл калаҫура.

🌸 Калаҫу хыҫҫӑн "Тӑван чӗлхен илемне упрар" вулакансен конкурсӗ
иртрӗ.Уйрӑмах пӗчӗк аптраман таврашӗсем ҫав тери хастаррисем, чи пултаруллисем пулчӗҫ.

🌸Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ялти библиотекора та «Тăван чĕлхе пуянлăхӗ" краеведени сехечӗ ҫав тери кӑмӑллӑ иртрӗ. Асӑннӑ мероприятине культура ӗҫченӗсем те хаваспах хутшӑнчӗҫ.

♥Янра ялан, тӑван чӗлхе...тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи!!!!
🌸Уяв ячӗпе Туссем!



28 апреля 2025
13:03
Поделиться