Субботник куне

Субботник куне

Ҫуркунне ҫитсен, юр кайса пӗтсен кашни ял-хуласенче территорисене тасатса тирпейлес тӗллевпе субботниксем йӗркелеҫҫӗ. Сӑхӑтпуҫ ялӗнче пурӑнакансем кун пек тасалӑх кунӗсене час-часах ирттереҫҫӗ. Акӑ паян шкул пахчинче, халӗ ӗнте клуб пахчи вырӑнне тасатса ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӗртме пухӑнчӗҫ.Сӑхӑтпуҫсем мӑн асаттесен мӗн авалтан пынӑ ниме йӑлине манмаҫҫӗ. Кама та пулсан пулӑшма яланах хатӗр вӗсем. Паянхи сӑваплӑ ӗҫе те нумайӑн кашни килтенех тухрӗҫ. Аякра пурӑнакансем те айккинче тӑрса юлмарӗҫ. Тӗрлӗ ял-хуларан килсе субботника хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Пурнете пӗр ҫемьери пек вӑй хунишӗн, ялшӑн чунтан тӑрӑшнишӗн тав тӑватпӑр.  Пӗрле килӗштерсе ӗҫленирен хакли нимӗн те ҫук.
Субботник йӗркелекенсем пурне те тав сӑмахӗ каланӑ май яланах пӗрле пулма сывлӑх сунаҫҫӗ.



08 апреля 2025
12:36
Поделиться