«Тăвай ен тĕпелĕнче» ларма.

Тăван ен, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе , ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ.
Тăвай районĕ-90çул, Аслă çĕнтерÿ тунăранпа 80çул çитнине халалласа Тушкилти культура çуртĕнче «Тăвай ен тĕпелĕнче» ятпа ларма иртрĕ. Ĕлĕк лармара алă ĕçĕ тунине шута хурса эпир те, йăлана пăсмасăр, хÿтĕлев сеткисем çыхнă вăхăтра канса илнĕ май, Тăвайсен тĕпелне кĕрсе куртăмăр.
Районта пурăнакансем, унтан ÿссе тухса çунат сарнăскерсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, ăшпиллĕхĕпе, тараватлăхĕпе тата тăван çĕре чунтан юратнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçĕпе районăн ырлăх-пурлăхне хушса пыма, сăн-сăпатне çĕнетме тивĕçлĕ тÿпе хывать, хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕн илемне тата хăйнеевĕрлĕхне пулас ăрусем валли упраса хăварма вăй хурать.
❗Тăвай çĕрĕ талантлă, хастар та маттур çынсемпе пуян. Çавăнпа эпир те Тăвай районĕпе çыхăннă паллă ятсемпе вырăнсене, ялсене, çак тăрăхран тухнă сумлă çынсене аса илтĕмĕр. Кĕвĕ тăхтавĕнче хамăр тăрăхри юрăç кмпозитрсен хайлавĕсем янăрарĕç. Шÿтлĕ ыйтусемпе туптарусем те пулчĕç.
Ларма «хĕрĕсем» тутлă чейпе сăйланчĕç, тĕрлĕ кучченеçсем тутанса пăхрӗç. Ҫапла вара, «Тăвай ен тĕпелĕнче» ларма усăллă та кăсăклă иртрӗ.