Помощь солдатам от волонтеров в с. Турмыши

Помощь солдатам от волонтеров в с. Турмыши

Тăрмăш ялӗнчи маттур волонтёрсем СВОри салтаксем валли маскировка сетки ҫыхаҫҫӗ. «Килте ӗç пур-и, çук-и – хастар салтаксене пулăшас тесе клуба утатпăр»,- палăртрӗ шухăшне Зоя Архипова. Çавăн пекех пӗрле Люда Ильина, Зоя Чкалова, Валя Степанова, Людмила Максимова, Ирина Табакова, Лариса Соловьева, Елена Николаевăпа Елена Дмитриева хастарсем тăрăшсах ӗçлеççӗ. Хӗрарăмсен уявӗ ячӗпе Тăрмăш ялӗн пуçлăхӗ Алексей Матросов саламласа ăшă сăмахсем каларӗ, Зоя Моисеевна Архиповăпа Людмила Николаевна Ильинана Тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ, Елена Матросова культура ӗçченӗ уяв ячӗпе парнесем пачӗ. «Тӗллеве вӗçне çитермелле, ятарлă çар операцийӗ чарăниччен хамăр салтаксене пулăшмаллах»,- теççӗ маттур асаннесемпе кукамайсем.



13 марта 2025
14:12
Поделиться