Çăварни

Çăварни

Йăла-йĕрке - культура аталанăвĕн никĕсĕ ярăмра чăвашсен тепĕр йăла уявĕпе – çăварнипе- паллашрăмăр. Çăварни - хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илмелли çулталăкри чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Çăварни тенĕ сăмах «çу эрни» тенине пĕлтерет. Ĕлĕк-авал ăна патшасем хăйсем пуçланă. Эрне тăршшĕпех тĕрлĕ хаваслă ĕçсем пурнăçланă. Çăварни икĕ эрне килет. Пĕри аслă(мăн) çăварни эрни, тепри – кĕçĕн çăварни эрни. Чăвашсем Çăварние шавлă, хаваслă ирттернĕ. Христос тĕнне йышăннă хыççăн вырăссемпе чăвашсем çăварние пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă.
Тунтикун – паллашу кунĕ. Хĕлпе сывпуллашнă, факел çутнă. Хĕвеле кĕтсе илнĕ. Хĕллехи катемпи карчăк кÿлепине тунă. Çуркуннене йыхравлакан вăйă юррисем шăрантарнă. Хĕле пĕтĕмлетнĕ: мĕн панă, мĕн çухатнă, мĕне вĕрентнĕ. Ăна юрама тăрăшнă. Тепĕр çул хаярлăхпа мар, йăваш юрлă килтĕр тенĕ.
Ытларикун - выляв кунĕ. Тĕрлĕ чĕр чунсен тирĕнчен хатĕрленĕ тумтирсене тăхăннă, тухатмăшсене, чикансене сăнлакан костюмсемпе килсерен çÿренĕ. Ташланă, çемье телейĕ çинчен юрланă. Савăнăç кÿнĕшĕн вĕсене кил хуçисем çуллă икерчĕпе, кваспа е чейпе сăйланă. Кивĕ урапа кустăрмисене тĕслĕ хăюсемпе, çĕтĕк- çатăксемпе, улăмпа «илемлетнĕ». Чаплă ару-тăрура халăх умне илсе тухнă, хĕвел ячĕпе гимн юрланă хыççăн çунтарса янă.
Юнкун- тутлă апат-çимĕçпе пĕр-пĕрне сăйланă. Юпа е йывăç çине çакнă çурхи тумтире ăмăртса улăхса илнĕ. Тырпул тухăçлă пултăр тесе тĕрлĕ чĕнÿсем каланă. Çуллахи ĕçлĕ тапхăрта вăй хума пĕр-пĕрне сывлăх суннă.
Кĕçнерникун – ĕçкĕ - çикĕ кунĕ. Квас, кăрчама ĕçнĕ, икерчĕпе кулачă тутаннă. Хÿхĕм тумлă яш-кĕрĕм юрă – ташăпа киленнĕ.
Эрнекун – хуняма каçĕ. Ун килне парнепе хăнана кайнă.
Шăматкун – улах ларнă. Хĕрсем каччăсене чĕннĕ, хăналанă. Хăйсен шăписем çинчен юрăсем шăрантарнă. Типпе кĕме хатĕрленнĕ.
Вырсарникун – каçару кунĕ. Иртнĕ кÿрентерÿсемшĕн пĕр – пĕрне каçарнă. Вăрçăнма юраман. Вырсарни кун Çăварни уявĕ вĕççленнĕ. Ялти çынсем çак кун кăвайт чĕртнĕ. Ун тавра юрланă, ташланă. Кăнтăрла кăвайт çинче Çăварни карчăкне çунтарса янă. Çулăмлан кăвайт, илсе кай Хĕле, çулăм хĕлхемлĕн ирĕлтер юра. Çуркуннеччен пулнă усал – тĕселсем, кахалпа çитменлĕхсем çак катампипе пĕрле çунса кайса пĕтчĕр. Сывă пул, Хĕл!- тенĕ.
Ваттисем сăнанă тăрăх:
Çăварнире ир-ирех тухса ярăнсан тыр-пул, йĕтĕн-кантăр ăнса пулнă. Инçетерех ярăнса кайма тăрăшнă. Ярăнса аннă чух кантăр вăрри сапса пынă. «Кантăр вăрăм пултăр! Кантăр тÿрĕ пултăр!Çерçи ури хуçăлтăр» - тесе кăшкăрнă.
Çăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать.
Çăварнире шăхличпе шăхăртсан кайăксем хăвăртрах вĕçсе килеççĕ.
Çăварнире юр нумай çусан çулла кăмпа нумай пулать.
Çăварни эрнинче уяр пулсан – утă вăхăчĕ уяр килет, тăманлă пулсан – утă вăхăчĕ йĕпе пулать.
Кĕçĕн çăварни кун камăн лаша пур, пурте çуна кÿлсе катаччи чупма тухнă. Мĕншĕн тесен катаччи чупман лаша çурхи ака – сухара ывăнать, тенĕ. Çуракинче лаша ан ывăнтăр тесе ун вăйне катаччи чупса тĕрĕсленĕ.
Çăварни хушшинче çисе ярайман (аш – пăшпа, çупа пĕçернĕ) юлнă апат – çимĕçе пĕтĕмпех выльăх – чĕрлĕхсене панă. Çăварни юлашкине çиекенсене çылăх пулать. Çылăх пулсан, тамăка каять, тенĕ.

Çăварни иртсен Аслă типĕ пуçланать, вăл çичĕ эрне пырать.ăла-йĕрке - культура аталанăвĕн никĕсĕ ярăмра чăвашсен тепĕр йăла уявĕпе – çăварнипе- паллашрăмăр. Çăварни - хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илмелли çулталăкри чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Çăварни тенĕ сăмах «çу эрни» тенине пĕлтерет. Ĕлĕк-авал ăна патшасем хăйсем пуçланă. Эрне тăршшĕпех тĕрлĕ хаваслă ĕçсем пурнăçланă. Çăварни икĕ эрне килет. Пĕри аслă(мăн) çăварни эрни, тепри – кĕçĕн çăварни эрни. Чăвашсем Çăварние шавлă, хаваслă ирттернĕ. Христос тĕнне йышăннă хыççăн вырăссемпе чăвашсем çăварние пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă.
Тунтикун – паллашу кунĕ. Хĕлпе сывпуллашнă, факел çутнă. Хĕвеле кĕтсе илнĕ. Хĕллехи катемпи карчăк кÿлепине тунă. Çуркуннене йыхравлакан вăйă юррисем шăрантарнă. Хĕле пĕтĕмлетнĕ: мĕн панă, мĕн çухатнă, мĕне вĕрентнĕ. Ăна юрама тăрăшнă. Тепĕр çул хаярлăхпа мар, йăваш юрлă килтĕр тенĕ.
Ытларикун - выляв кунĕ. Тĕрлĕ чĕр чунсен тирĕнчен хатĕрленĕ тумтирсене тăхăннă, тухатмăшсене, чикансене сăнлакан костюмсемпе килсерен çÿренĕ. Ташланă, çемье телейĕ çинчен юрланă. Савăнăç кÿнĕшĕн вĕсене кил хуçисем çуллă икерчĕпе, кваспа е чейпе сăйланă. Кивĕ урапа кустăрмисене тĕслĕ хăюсемпе, çĕтĕк- çатăксемпе, улăмпа «илемлетнĕ». Чаплă ару-тăрура халăх умне илсе тухнă, хĕвел ячĕпе гимн юрланă хыççăн çунтарса янă.
Юнкун- тутлă апат-çимĕçпе пĕр-пĕрне сăйланă. Юпа е йывăç çине çакнă çурхи тумтире ăмăртса улăхса илнĕ. Тырпул тухăçлă пултăр тесе тĕрлĕ чĕнÿсем каланă. Çуллахи ĕçлĕ тапхăрта вăй хума пĕр-пĕрне сывлăх суннă.
Кĕçнерникун – ĕçкĕ - çикĕ кунĕ. Квас, кăрчама ĕçнĕ, икерчĕпе кулачă тутаннă. Хÿхĕм тумлă яш-кĕрĕм юрă – ташăпа киленнĕ.
Эрнекун – хуняма каçĕ. Ун килне парнепе хăнана кайнă.
Шăматкун – улах ларнă. Хĕрсем каччăсене чĕннĕ, хăналанă. Хăйсен шăписем çинчен юрăсем шăрантарнă. Типпе кĕме хатĕрленнĕ.
Вырсарникун – каçару кунĕ. Иртнĕ кÿрентерÿсемшĕн пĕр – пĕрне каçарнă. Вăрçăнма юраман. Вырсарни кун Çăварни уявĕ вĕççленнĕ. Ялти çынсем çак кун кăвайт чĕртнĕ. Ун тавра юрланă, ташланă. Кăнтăрла кăвайт çинче Çăварни карчăкне çунтарса янă. Çулăмлан кăвайт, илсе кай Хĕле, çулăм хĕлхемлĕн ирĕлтер юра. Çуркуннеччен пулнă усал – тĕселсем, кахалпа çитменлĕхсем çак катампипе пĕрле çунса кайса пĕтчĕр. Сывă пул, Хĕл!- тенĕ.
Ваттисем сăнанă тăрăх:
Çăварнире ир-ирех тухса ярăнсан тыр-пул, йĕтĕн-кантăр ăнса пулнă. Инçетерех ярăнса кайма тăрăшнă. Ярăнса аннă чух кантăр вăрри сапса пынă. «Кантăр вăрăм пултăр! Кантăр тÿрĕ пултăр!Çерçи ури хуçăлтăр» - тесе кăшкăрнă.
Çăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать.
Çăварнире шăхличпе шăхăртсан кайăксем хăвăртрах вĕçсе килеççĕ.
Çăварнире юр нумай çусан çулла кăмпа нумай пулать.
Çăварни эрнинче уяр пулсан – утă вăхăчĕ уяр килет, тăманлă пулсан – утă вăхăчĕ йĕпе пулать.
Кĕçĕн çăварни кун камăн лаша пур, пурте çуна кÿлсе катаччи чупма тухнă. Мĕншĕн тесен катаччи чупман лаша çурхи ака – сухара ывăнать, тенĕ. Çуракинче лаша ан ывăнтăр тесе ун вăйне катаччи чупса тĕрĕсленĕ.
Çăварни хушшинче çисе ярайман (аш – пăшпа, çупа пĕçернĕ) юлнă апат – çимĕçе пĕтĕмпех выльăх – чĕрлĕхсене панă. Çăварни юлашкине çиекенсене çылăх пулать. Çылăх пулсан, тамăка каять, тенĕ.

Çăварни иртсен Аслă типĕ пуçланать, вăл çичĕ эрне пырать.



20 марта 2024
15:23
Поделиться