"Тӑван чӗлхен иксӗлми вухачӗ"

Петӗм Тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа Енӗш-Нӑрвашри культура ҫуртӗнче "Тӑван чӗлхен иксӗлми вухачӗ" ятпа поэзи сехечӗ иртрӗ.
Тӑван чӗлхе кирек мӗнле халӑхшӑн та — наци чунӗ, унӑн историне, йӑли-йӗркине тата культурине палӑртакан историллӗ ӑс-хакӑл.
Куракансем тӑван чӗлхе кунĕн историйĕпе паллашрĕç, чăвашла тата вырӑсла сăвăсем вуларӗҫ.
Чăваш чĕлхи — чăваш халăхĕн чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ, шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.
Поэзи сехечӗ ҫав тери кӑмӑллӑ иртрӗ.Тӗлпулӑва пӗтӗмлетсе куракансемпе ҫакна палӑртса хӑвартӑмӑр: «Пурте пӗр шухӑшлӑ пулар, тӑван чӗлхене манар мар, ӑна вӗренер, упрар, юратар».Уяв ячӗпе туссем!