Народный театр Яншихово-Норвашского ДК в составе от делегации Янтиковского района принял участие в вечере памяти, посвященном народной артистке СССР В.К.Кузьминой "Ҫулталӑк сансӑр" (Год без тебя).

"Ҫулталӑк сансӑр", ҫак ятпа иртрӗ К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреатне Вера Кузьминана халалланӑ асӑну каҫӗ иртнӗ шӑматкун.
Астӑвӑм каҫӗнче Тӑвай районӗн делегаципе пӗрле Енӗш-Нӑрваш халӑх театрӗн артисчӗсем те пулчӗҫ. Пуҫ тайса, ырӑ-ӑшӑ кӑмӑлпа ҫеҫ аса илчӗҫ сума суса пухӑннисем сцена ӑстине. Вера Кузьминична Кузьмина хӑйне тата хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах театра халалланӑ. Вӑл тӗрлӗ характерлӑ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ экран ҫине тухса тӑрсан, куҫсем ирӗксӗрех шывланчӗҫ. Аса илӳ ҫӑмхи сӳтӗлнӗ май, мухтавлӑ Вера Кузьминичнапа тӗл пулнӑ самантсем куҫ умне тухса тӑчӗҫ. Пӗрле асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк ӳкернисем, Енӗш-Нӑрваш халӑх театрӗн 30 ҫулхи юбилей каҫне яла килсе чыс туса саламланӑ ӑшӑ самантсем , культура ӗҫченӗсене пил парса хавхалантарнисем...
Нумай пулнӑ ун пек асра юлмалли самантсем. Вӗсене эпир нихӑҫан та манпӑпӑр, яланах асра тытса чӗрере усрӑпӑр. Район пуҫлӑхӗ В.Б.Михайлов, ялти музей ертӳҫи В.В.Петров, тата Вера Кузьминичнан ҫывӑх тӑванӗ Е.П.Кузнецовӑн асаилӗвӗсем те ҫав тери хумхануллӑ пулчӗҫ.Тӗлпулу лӑпкӑ та таса туйӑмпа иртрӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе пухӑннисем асӑну сӗтелӗ хушшине те ларса илчӗҫ. Чунӗ ҫӳлти патшалӑхра кӑмӑллӑ юлтӑр ҫывӑх тӑванӑмӑрӑн.
Хаклӑ, юратнӑ Вера Кузьминична, тавах Сире ҫӗре ҫити пуҫ тайса. Сирӗн пилпе малашне те Тӑван халӑхшӗн тӑрӑшса, ӗҫлесе пурӑнасчӗ пирӗн.
Малалла-ха пурнӑҫ! Малалла!

24 октября 2022
13:07
Поделиться